Хӑвӑн — Ҫыннӑн

 

6841Ҫын валли шӑтӑк ан кӗт, кӗтнӗ шӑтӑка ху кайӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6842Ҫын вӑрттӑнлӑхне упрама хушнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6843Ҫын вӗлерен — юн юлӗ, вӑрра кайӑн — йӗр юлӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6844Ҫын ӗҫӗпе нумай пурнаймастӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6845Ҫын ӗҫленӗ чух ҫӑвар карса тамаҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6846Ҫын инкекӗ кулакана ҫулӑхать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6847Ҫын инкекӗ ҫил пек, хӑвна лексен тӑвӑл пек.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6848Ҫын инкекӗшӗн савӑнма хушмаҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6849Ҫын йытти ҫыртиччен кил йытти ҫырттӑр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6850Ҫын какай ҫиет тесе пӳрне касса ҫиме ҫук теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6851Ҫын каланине итле, хӑв пӗлнипе ӗҫле.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6852Ҫын каланине пурне те хӑлхана чиксен мӑшӑр хӑлха шӑтса юхӗ тенӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6853Ҫын капанне сенӗкне ан кӑтарт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6854Ҫын кӑлтӑкне тупасси йывӑр мар теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6855Ҫын кӑмӑле калаҫу урлӑ палӑрать теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6856Ҫын кӑмӑлӗ кӗленче пек черченкӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6857Ҫын кӑмӑлӗ ҫӗр тӗрлӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6858Ҫын кӑмӑлӗ ҫула тухсан палӑрать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6859Ҫын кӑмӑлӗ тулӗ, хӑвӑн кӑмӑлу юлӗ тенӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6860Ҫын кӑмӑлне курма хӑтланса хӑйӗн кӑмӑлне курмаҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6861Ҫын кӑмӑлне пӗлсе пӗтереймӗн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6865Ҫын кӑмӑлне сӑвӑрсан куҫа ҫӳпӗ кӗрет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6862Ҫын кӑмӑлне хӑвариччен хӑвӑн кӑмӑлу юлтӑр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6863Ҫын кӑмӑлне ытарайманӑн хӑй кӑмӑлне йывӑр килнӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6864Ҫын кӑмӑлне ытарайманни хӑй выҫӑ юлнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6866Ҫын кӗвеҫнипе кӗпене кӗве ҫимест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6867Ҫын кӗрӗкӗ кирӗклӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6868Ҫын кӗсйинчи укҫана шутлама хушман.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6869Ҫын килсен ҫынна ҫӑкӑр лартмасӑр яни аван мар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6870Ҫын кулачне ҫийиччен хӑвӑн ҫӑкӑрнах кӑшла теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6871Ҫын кулли ан пул.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6872Ҫын курмасан ҫылӑх ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6873Ҫын курпунӗ ҫынна йывӑр мар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6874Ҫын курсан ҫырлахмасть теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6875Ҫын кусси кусса карта хушшине хӗсӗнсе юлӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6876Ҫын куҫӗнчен ан ӳк.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6878Ҫын куҫне юлма Турӑ ан хуштӑр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6880Ҫын куҫҫулӗпе пуйма ҫӑмӑл.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6881Ҫын кучӗпе ан сыс.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6882Ҫын кӳллине вӑлта ямаҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6883Ҫын мӑшкӑлӗ ан пул, ҫынна мӑшкӑл ан ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6884Ҫын мӑшкӑлӗ пулас мар теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6885Ҫын мӗн каласан та ху пӗлнӗ пек ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6886Ҫын мӗн тӑвать — ҫавна ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6887Ҫын мулӗ кӗмесӗр ҫын пуймасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6888Ҫын мулне ан пух; ывҫӑпа пухсан — ывҫӑпа салатӑн, аркӑпа пухсан — аркӑпа салатӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6889Ҫын мулне ан хапсӑн, хӑна Турӑ панине сыхла теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6890Ҫын мулне ан хапсӑн, ху ӗҫлесе туп.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6891Ҫын нумай та, этем сахал.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6892Ҫын нушине ҫын пӗлмест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн